Ошибка на обелиске текст на чувашском

Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă

учреждени «Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул» йышăннă 89 №-лĕ хушăвĕпе çирĕплетнĕ

2015-2016 вĕренÿ çулĕнче 8-мĕш класра вĕренекенсене чăваш чĕлхипе сĕннĕ пĕтĕмĕшле тĕрĕслев ĕçĕ

Сад ырлăхĕ

Вăрманта шултăра йывăçсем тахçанах ешĕл тумне улăштарнă. Унта çав тери шăп. Çилсĕр çанталăкра тăп чарăнса тăрса итлесен сарăхнă çулçă вĕлтĕртетсе ÿкнине те илтейĕн. Сад хăйĕн симĕс тумне хывсах хывман-ха: акаци, чие тĕмĕсем сип-симĕсех лараççĕ. Улмуççисем кăна чăл-чал чăпарланнă. Вĕсен çатрака турачĕсем шап-шурă шултăра улмасем пуснипе çĕрелле усăна-усăна аннă.

Лавр Кузьмич хăйĕн садĕнче антоновка çеç ÿстерет. Пурлăха типтерлĕ тыткалакан пахчаçăн сĕтелĕ çинче хĕл варринче те улма татăлмасть. Кун таврăнса хĕвел çур еннелле сулăнсан Лавр Кузьмич пасара çур кило таякан шултăра, тутлă, кĕрпеклĕ улма ешчĕкĕ- ешчĕкĕпе кăларать. Майрасем ун улмине, пĕр- пĕринпе çапăçса тенĕ пекех, ăмăртмалла туянаççĕ.

– Лайăх пулнă çул кашни улмуççирен вун пилĕкшер пăт туса илетĕп. Ун чухлĕ çимĕçе ăçта чикес. Ачам-пăчам çук, арăмпа иксĕмĕре нумай кирлĕ мар, – тет вăл.

– Ытлашшине сутатăп вара, кăларса тăкаймăн ĕнтĕ пухнă ырлăха. Çынсем пек таçта инçене кайса çÿреместĕп эпĕ, усламшăн çунмастăп, хам садра аппаланнă хакне тавăрсан та çитет мана. (150 сăм.) (А.Арт.)

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Федорова Елена Сергеевна хатĕрленĕ

Текстне Л.Г.Петрова, В.А.Егорова. Диктант пуххи. 5-11 классем валли. Шупашкар, 2006 çулта кăларнă кĕнекерен илнĕ

Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă

учреждени «Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул» йышăннă 89 №-лĕ хушăвĕпе çирĕплетнĕ

2015-2016 вĕренÿ çулĕнче 6-мĕш класра вĕренекенсене чăваш чĕлхипе сĕннĕ пĕтĕмĕшле тĕрĕслев ĕçĕ

Кайăк пурнăçĕ

Çынсенни пекех, кайăксен те кашнин хăйĕн юрри-кĕвви, хăйĕн савăнăçĕпе хурлăхĕ, хăйĕн тусĕсемпе тăшманĕсем пур иккен. Пĕр кайăкăн юрри ансат, тин калаçма вĕренекен ача сăмахĕсем пек. Теприн кăткăс, пуян, вун ик кукăрлă. Пĕр кайăк вăрманта сăпай кăна пурăнать, никама тивмест, никама кансĕрлемест. Тепри пурне те хăвалать, пурне те хĕсĕрлет.

Акă çывăхрах чăп-чап! чăп-чап! тунă сасă илтĕнет. Ку пилеш кайăкĕ. Сукмакран инçе те мар тепĕр пĕчĕк кайăк хыр йĕкелне кăшăклать. Ку вăл кукăр сăмса, хĕл кунĕнчех чĕпĕ кăларакан хитре кайăк.

Сасартăк темле кайăк кÿлĕрен вĕлтĕртетсе чупса тухрĕ. Ишсе мар, чупса тухрĕ, мĕншĕн тесен вăл шыв айĕнче те çĕр çинчи пекех çÿрет иккен. Вăл хăйне валли апат-çимĕç шырать. Вăрман çерçийĕ теççĕ ăна. (113 сăм.) (К.Турхан.)

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Федорова Елена Сергеевна хатĕрленĕ

Текстне Л.Г.Петрова, В.А.Егорова. Диктант пуххи. 5-11 классем валли. Шупашкар, 2006 çулта кăларнă кĕнекерен илнĕ

Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă

учреждени «Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул» йышăннă 89 №-лĕ хушăвĕпе çирĕплетнĕ

2015-2016 вĕренÿ çулĕнче 5-мĕш класра вĕренекенсене чăваш чĕлхипе сĕннĕ пĕтĕмĕшле тĕрĕслев ĕçĕ

Уйăх витĕмĕ

Çĕре пĕрмаях уйăх витĕм кÿрет. Çак витĕме вара çĕр çинчи пĕтĕм чĕр чун, çав шутра тĕрлĕ ÿсен-тăран та туять. Тулли уйăх вăхăтĕнче ÿсен-тăран çĕн уйăхринчен нумайрах шыв çăтать.

Уйăх витĕм кÿнĕрен клеткăсенче те, тавралăхра та тĕрлĕ химилле пулăмсем улшăнаççĕ. Ÿсен-тăран, пахча çимĕçсем, тĕрлĕ улма-çырла тулли уйăх чухне хăвăртрах ÿсеççĕ.

Акас, лартас ĕçсене уйăх хушăнса пынă чух, тĕрлĕ сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа çум курăксене пĕтерес тесен уйăх катăлса пынă чухне тумалла. Тымар çимĕçсене типĕ çанталăкра, уйăх катăлса пынă чухне пухса кĕртме тăрăшмалла.

Уйăх тулнă чух йывăç-тĕмсен турачĕсене иртме хушмаççĕ. Вĕсем пушшех те нумай хунавланса кайма пултараççĕ.

Авал сиплĕ курăксене уйăх тулнă кун ир-ирех пухма тăрăшнă. (109 сăм.) («Хыпар».)

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Федорова Елена Сергеевна хатĕрленĕ

Текстне Л.Г.Петрова, В.А.Егорова. Диктант пуххи. 5-11 классем валли. Шупашкар, 2006 çулта кăларнă кĕнекерен илнĕ

Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă

учреждени «Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул» йышăннă 89 №-лĕ хушăвĕпе çирĕплетнĕ

2015-2016 вĕренÿ çулĕнче 9-мĕш класра вĕренекенсене чăваш чĕлхипе сĕннĕ пĕтĕмĕшле тĕрĕслев ĕçĕ

Тайма пуç сана, Чăваш çĕр-шывĕ!

Акă ман умра каллех мĕн ачаран палланă манми вырăнсем! Эпĕ хура тул ани урлă выртакан сукмакпа Турикасран Çавалкаса утатăп. Вăйлă пулать кăçал пирĕн колхозăн хура тулĕ: вăл шап-шурă чечеке ларнă, аякран пăхсан хура тул уйĕ çине юр çуса тултарнăнах туйăнать. Кунта пыл хурчĕсем çăвăр уйăрнă чухнехи евĕр вĕçеççĕ. Чарăнса тăрса итлесен çакă лăпкă уйра вĕсем илемлĕн сĕрленĕ сасă çеç илтĕнет. Хĕвел анăçалла сулăннă пулин те шăрăх чакман-ха. Кăнтăрла çитичченех Выл шывĕ хĕррине тапăра аннă кĕтÿ халĕ те хăпарман. Улăхра утă çулса пĕтернĕ, купасене капана кĕртнĕ. Унта та кунта тирпейлĕ капансем курăнаççĕ. Вĕсем тавра çатан карта тытса çавăрнă. Ыраш пулса çитет, тĕшши хыта пуçланă. Кĕçех вырма тухмалла, ял-ялĕнче вырма тытăннă та ĕнтĕ… Ǎшă çил питĕ вăйсăр. Çавăнпа ялсем çывăхĕнчи çил арманĕсем, авăрас-и, авăрас мар-и тенĕ пек, çунаттисене ÿркевлĕн çавăрса лараççĕ. Хулăн та çÿллĕ ÿснĕ ыраш çийĕн чĕлтĕр-чĕлтĕр эрешленсе, выляса ăрша юхать…

Эй, нихçан асран кайми, куç тулли тăван кĕтесĕм! Тĕрлĕ енче, нумай çĕр-шывра пулса куртăм эпĕ, çапах сан пек чуна килĕшнĕ çĕр урăх тупаймарăм. Карпатри çÿллĕ тусем те, Кавказри шарлак шывсем те, Крымри кипариссемпе пальмăсем те, Çĕпĕрти сĕм-сĕм вăрмансем те, Карелири çап-çутă кÿлĕсем те çук кунта. Çапах та сан Атăлпа Сăр хушшине вырнаçнă йăмраллă ялусемпе çĕнĕ хулусем, тыр-пуллă хирÿсемпе ешĕл вăрманусем тунсăхланă чĕремшĕн виçесĕр хаклă, тăван кĕтесĕм! Тайма пуçăм сана, пире кун кăтартнă, вăй-хал парса ÿстернĕ, тĕнче умне тухма пулăшнă Чăваш çĕр-шывĕ!.. (150 сăм.) (А.Артемь.)

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Федорова Елена Сергеевна хатĕрленĕ

Текстне Л.Г.Петрова, В.А.Егорова. Диктант пуххи. 5-11 классем валли. Шупашкар, 2006 çулта кăларнă кĕнекерен илнĕ

Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă

учреждени «Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул» йышăннă 89 №-лĕ хушăвĕпе çирĕплетнĕ

2015-2016 вĕренÿ çулĕнче 7-мĕш класра вĕренекенсене чăваш чĕлхипе сĕннĕ пĕтĕмĕшле тĕрĕслев ĕçĕ

Мĕн-ши вăл илем?

Илем… Сăмахĕ те мĕнле янравлăн, ăшшăн илтĕнет. Ахальтен мар ăна паллă тĕпчевçĕ Н.И.Ашмарин чăваш чĕлхинчи чи хитре сăмахсенчен пĕри тет. Пусăрăнчăк та пăтранчăк шухăш-туйăма сирет вăл. Кăмăла çĕклентерет. Асамлă вăй-хăват пур тейĕн çав унра. Çичĕ тĕспе йăлкăшакан асамат кĕперне асăрхатпăр-и е çепĕç кайăк юррине илтетпĕр – пирĕн пит-куç çуталать, чĕрене темле ăшă туйăм çупăрланăн туйăнать.

Çĕр чăмăрне чĕрĕлĕх кÿрекен хĕвел çутипе ăшшине туйса мĕнле çын чĕри савăнмасть-ши, унăн илемĕпе кам киленмест-ши? Ахальтен мар ăна çĕр çинчи пур халăх юратса кашни хăйĕн чĕлхипе сăвă-юрăра ăшшăн мухтать. (90 сăм.) (Г.Хлебн.)

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Федорова Елена Сергеевна хатĕрленĕ

Текстне Л.Г.Петрова, В.А.Егорова. Диктант пуххи. 5-11 классем валли. Шупашкар, 2006 çулта кăларнă кĕнекерен илнĕ

                                     
Тěрěслев ěçěсем

Урок  4                                     Çырса илни.

                                              
Ун юлташě -сунчăк.

Илемпи çумăртан хăрамасть. Унăн юлташ пур.Вăл
сунчăк ятлă. Çумăр çума пуçлать. Илемпи сунчăкне алла илет.

Урок 14                                       Диктант.

                                                     Çил
мěнле пулать?

Çил сывлăш куçнипе
пулать. Ашă сывлăш çÿлелле хăпарать.Ун вырăнне сивě сывлăш пырса йышăнать.
Çапла пуçланать çил.

  Çулталăкěпех  çил
вěрекен  вырăнсенче çил арманěсем те лартаççě.

Урок  22                                       Диктант.

                                                      Шупашкар.

Шупашкар-илемлě хула. Хулара фабрикăсемпе
заводсем нумай. Чечек клумбисем, садсем илем кÿреççě хулана. Автобуссемпе троллейбуссем
нумай. Поезд сасси илтěнет. Тÿпере самолет вěçет.

Урок 30                                        
Диктант.

                                                    
Пыл хуçисем.

Ачасем вăрман уçланкнче чечек пухаççě. Тунката
умěнче пыл хурчěсем хěвěшеççě.

  Юнашара çăка ÿсет. Ун çумěнче-лутра йывăç.
Варри-хăвăл. Унта пыл хурчěсем кěре-кěре- тухаççě. Еçлеме пěр самантлăха та
чарăнмаççě

                                                      
Çырса илни.

Урок 37                                            
Кампур.

Слава шкултан таврăннă. Çул синче вăл йытă çури
тупнă. Йытă çури хурлăхлăн нăйкăшнă

Ача йытă çурине килне илсе кайнă. Ăна вăл
Кампур ят панă. Пăхма пуçланă. Халě Кампур пысăк йытă. Вăл Славăна питě
юратать.Ăна шкула çитичченех ăсатса ярать.

Урок 53                                             
Диктант.

                                                       
Çăлтăрсем чěнеççě.

Паян Андриянăн техникумра юлашки  экзамен. Ĕç
кěтет ăна. Çакăн çинчен ěмěтленет Андриян. Емěтěн çуначěсем асамлă.

  Тÿпере тăрă. Çăлтăрсем çиçеççě. Хăйсен
илемне кăтартаççě. Вěсем хăйсем патне чěнеççě.

Урок 59                                    Çырса
илни

                                                  Надя
Павлова.

Надя ача чухнех балерина пулма ěмěтленнě. Вăл
ташлама питě юратнă.

Шкулта ташă кружокне çырăннă  .Вěрену çулě  вěçěнче
ташă кружокне Пермьри хореографии училищинчен хăнасем килнě. Вěсем турех
Надьара пысăк талант асăрхаççě.

Виççěмěш класс пěтерне хыççăн Надя Пермь
хулине пуçтарăнма пуçланă Вěсем унта ашшěпе пěрле кайнă.

Училищěне вěренме кěме пине яхăн ача пынă. Вěсенчен
темиçе ачана суйласа илмелле. Надя экзаменсене пите аван тытнă. Ана вěренме
илнě.

Çулсем иртнě .Надя училищěрен вěренсе тухнă.
Вал 15 çултах тěнчипе паллă балерина  пулса тăнă.

Урок 64.                                    
Диктант.

                                                     Ирхине.

Ăшă çил вěрет. Симěс чăрашсемпе хырсем хулен хумханаççě.
Сарă хěвел курăнчě. Симěс курăк çинче чěрě сывлăм ялтăрать. Шăрăх кун çывхарать.

 Хирте сарă тулă хумханать.

Урок 83                                      Диктант.

                                                   Йытằ
çури.

Альма пěчěк ачасене питě кằмаллать. Кунěпех
выляма хатěр вăл вěсемпе. Кайри ури çине тăрса тăрăх сикет. Малти урине алă
пана пек пама пěлет. Ачасемшěн- хаклă чěр чун хура сăмса.

                                                    Çырса
илни.

Урок 89.                                      Тăвайккинче.

Ачасем урамра юр тăвайкки купаларěç.Кайран шыв
сапрěç те апат çиме килěсене саланчěç.

Костя ачасемпе пěрле ěçлемерě. Чуречерен
вěсем  ěçленине варттан пăхса ларче.

Тăвайкки патěнче никам та юлмарě. Коля тăркăч
тăхăнчě те тăвайкки патне тухрě.

Шыв сапнă юр шăнма ěлкернě. Костя ниепле те
тăвайкки тăррине  хăпараймаре.Вара вăл тăвайккине хăйăр сапса тухрě. Халě
çăмăлланах хăпарчě.

Ярăнса анма пуçларě те… Аяла çитичченех
чикеленсе кайрě. Сăмсине катрě. Тăркăч хăйăр тăрăх шумасть иккен.

                                                     
Изложени.

Урок  96                                       Ташă
 ăсти

Нина ачасене пуçтарчě. Ял  çыннисене концерт
лартса пама сěнчě Ачасем хаваспах килешрěç. Тăрăшса хатěрленчěç.

  Кěтнě кун çитрě.Юля сăвă каларě. Валя юрă
юрларě  Аля фокуссем кăтартрě. Аркаш чаваш ташшисем ташларě.

Шкул пěтернě хыççăн Аркаш малалла вěренчě.
Аслă пěлÿ илчě. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблěнче ěçлеме пуçларě. Чěкеç пек
çăмăллăн ташлать вăл. Пултарулăхне кура ăна Чăваш  Республикин тава  тивěçлě
артисчě ятне пачěç.

Урок 101                                   Диктант.

                                                   
Коля.

Коля – тирпейлě ача. Вảл шкулта та лайảх
вẻренет. Унằн кằсйинче шурả сảмса тутảрẻ. Коля кẻсьене ытлашши  япала
чикмест.Çавảнпа унан кẻсйи яланах таса.

Ешĕл курăк хушшинче
Сап-сарă чечек ӳсет,
Аслă Силпи ялĕнче
Нарспи ятлă хĕр ӳсет.
Пичĕ-куçĕ пит хӳхĕм,
Хирти сарă чечек пек.
Икĕ куçĕ хуп-хура,
Икĕ хура шăрçа пек.
Явăнаççĕ хыçалта
Çивĕт вĕçĕ кăтрисем.
Утса-утса пынă чух
Шăнкăртатать тенкисем.
Куçĕсемпе пăхнă чух
Каччăн чĕри çĕкленет,
Çӳхе тути кулнă чух
Каччăн чунĕ çемçелет.
Хирти сарă чечеке
Ăшă куçпа кам пăхмĕ?
Ун пек лайăх хитре хĕре
Мĕнле каччă юратмĕ?

Хĕвел анса ларсăнах
Питне çăвать, шăлăнать,
Вăййа тухма шӳлкеме
Кăкăрĕ çине çакать,
Шăнкăр-шăнкăр теветне
Хулпуççи урлă ярать,
Хĕрлĕ пурçăн тутăрне
Хĕрле çавăрса çыхать.
Вăйăсенче ун сасси
Кайăк сасси евĕрлĕ,
Ахăлтатса кулнă чух
Çирĕп çын ку темелле.
Вăйă саланичченех
Савăнтарать сассипе.
Ирхи çăлтăр хăпарса
Йăл-йăл кулать тӳпере.
Хăйĕн ашшĕ килĕнче
Нарспи канлĕ çывăрать:
Ырă тĕлĕксем курса
Тĕлĕкре те савăнать.

Ирех тăрать, тумланать,
Нарспи ĕçе тытăнать:
Е пурçăн çип илет те
Юрла-юрла тĕрĕ тăвать;
Е çĕлеме ларать те,
шăрçа пек пулать —
Сӳс хӳреллĕ хурçă йытă
Пĕр кĕрет те пĕр тухать;
Е пир тĕртме ларать те
Вылянтарать ăсине;
Е хултăрчă тытать те
Çипне тиет çĕррине;
Е сак çинчи кушакĕ
Питне çăва пуçласан,
Апат хатĕр хăнашăн
Алли-ури çăмăлран…
Аван иртрĕ пурăнăç
Хĕрĕн çулĕ туличчен,
Ашшĕ килне хăтана
Çичĕ ютран киличчен.

Нарспи ашшĕ Михетер
Çĕрме пуян пурăнать.
Вăл хăй хĕрне юратать,
Нарспийĕпе мухтанать:
«Ман хĕр пекки камăн пур?
Кама пӳрнĕ ун пек хĕр?
Пушмак çук-и хĕрĕмĕн?
Çӳрет-и вăл тенкĕсĕр?
Силпи ялĕ ĕмĕрне
Ун пек хĕрсем курас çук!
Пĕр чăваш та хăй хĕрне
Михетер пек пăхас çук!
Михетере мĕн çитмен?
Мĕнĕм çук-ши çуртăмра?
Кĕмĕл тенкĕ, тĕртнĕ пир
Сахал-ши-мĕн çӳпçемре?
Тырă-пулă туллиех
Ишĕлмест-и кĕлетре?
Çу, сĕт-турăх, сăра-пыл
Тулли мар-и нӳхрепре?»

Чăн сăмахăн суйи çук:
Михетерĕн мĕн çитмест?
Пĕтĕм ялта пĕр пуян,
Ăна никам çитеймест.
Унăн çурчĕ хула пек,
Кĕрсен витĕр тухма çук.
Хуралтисен тăррине
Чăх-чĕп вĕçсе çитме çук.
Картиш тулли япала
Купаланса выртаççĕ.
Кĕлет тулли тыррисем
Тăкăнас пек тăраççĕ.
Урхамах пек лашисем
Утă-сĕлĕ çиеççĕ,
Унăн выльăх-чĕрлĕхсем
Пичĕке пек çӳреççĕ.
Турикасри çак кил-çурт
Аякранах курăнать —
Пирĕн ватă Михетер
Тивĕçлипе мухтанать.

Çак ырă çын Михетер,
Хăйĕн хĕрне юратса,
Аслă çăварни хыççăнах
Хучĕ ăна çураçса.
Пулас туя ял-йышсем
Тӳсеймесĕр кĕтеççĕ:
— Икĕ пуян пĕрлешсен
Шеп те пулĕ туй! — теççĕ. —
Çинçе хăçан çитĕ-ши?
Епле вăхăт ирттерес?
Çимĕк кунĕ инçе-ши?
Епле унчченех тӳсес? —
Михетерĕн килĕнче
Парне валли çĕлеççĕ.
Туйăн хăватне сиссе,
Вăйран тухса ĕçлеççĕ.
Анчах Нарспи, сарă хĕр,
Туй пуласран хурланать:
Вăрттăн-вăрттăн вăл йĕрет,
Сетнер ятне асăнать.

Ял вĕçĕнче, тукасра,
Пĕчĕкçеççĕ пӳрт ларать.
Амăшĕпе çак пӳртре
Сетнер ача пурăнать.
Чипер ача Сетнерĕн
Пĕр урхамах лаши пур,
Ватă карчăк амăш пур,
Вĕри юнлă чĕри пур,
Кунĕн-çĕрĕн ĕçлеме
Икĕ вăйлă алли пур.
Тăшман пуçне пĕтерме
Вĕри вут пек çилли пур.
Унтан урăх Сетнерĕн
Нимĕн те çук япала.
(Анчах асту: Михетер
Хĕрне памасть çукалла.)
Пирĕн Нарспи, сарă хĕр,
Çав Сетнере юратать,
Çавăнпала сарă хĕр
Туй пуласран хурланать.

Çӳллĕ валак патĕнче
Ватă йăмра ешерет.
Куллен ирех çавăнта
Сетнер Нарспие кĕтет.
Кĕте-кĕтех шăварать
Урхамах пек лашине.
Шыва анать витрепе
Нарспи куллен ирхине.
Нарспи икĕ витрипе
Шăлтăр-шалтăр килет-çке,
Савăннипе Сетнерĕн
Чĕри кăлт-кăлт сикет-çке.
Нарспин çӳхе тутисем
Кулаççĕ-çке таçтанах,
Çӳллĕ валак пуçĕнче
Сетнер тăрать çутăлсах.
Йăлтăр-ялтăр куçĕсем
Сар хĕр çине пăхаççĕ,
Сар мăйăхлă тутисем
Ăшă сăмах калаççĕ.

Тÿрех контент патне сиксе каç

Петĕр Хусанкай Хусанта тата Мускавра вĕреннĕ. Национализмшăн айăпласа арестленĕ литератора тĕнче вăрçи тухса кайнă çул ирĕке кăларнă. Çыравçă чăвашла литературăшăн поэзин мĕн пур жанрĕпе ĕçлесе пуян эткерлĕх хăварнă. Тĕплĕнрех →


Эп — чăваш ачи, саватăп
Хамăрăн Чăваш çĕрне.
Вăл — кипке те ман, сăпка та,
Ăна манмăп ĕмĕрне.Хумханать-и аслă Атăл,
Каш кашлать-и сĕм вăрман —
Савнă çĕрĕм-шывăм ман вăл,
Сас парать мĕн авалтан.

Эп — чăваш ачи, саватăп
Ĕмĕрхи Шупашкара.
Халь вăл çÿллĕ те, паха та,
Тек лармасть лупашкара.
Шупашкар вăл — манăн шанчăк,
Çутă ĕмĕт, аслă шкул.
Вĕренсе тухсан аванччĕ,
Аслă пулĕччĕ ман çул.

Эп — чăваш ачи, саватăп
Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхене.
Юратап юрра-сăвва та,
Купăса та кĕслене.
Юрататăп вуламашкăн
Чăвашла та вырăсла.
Ик чĕлхе вăл — ик ăс маншăн,
Эп пуласшăн ик ăслах!

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Ачасем, пирĕн заставăна пĕр пограничник пĕччен мар, хăй вĕрентнĕ ăслă йытăпа пычĕ. Эп сире çав пограничник çинчен кĕскен те пулин каласа парасшăн. Пĕррехинче унăн акă мĕнле ĕç пулнă.

… Аслати пуç тăрринчех кĕмсĕртетнĕ те таçта инçетелле, ют çĕршыв еннелле, хăлтăртатса кайнă. Çумăр чалăшшăн çапса, шавласа çума тытăннă. Смирнов пограничник плащ-палаткине пĕркеннĕ те хыр çумĕнче выртнă. Ун çумĕнче пирĕн хайхи Кашкăр ларнă.

Çумăр вăйланнăçем вăйланнă. Таврана сăнама та хĕн пулнă: лайăх курăнман. Çапах та Смирнов хăйне сăнама хушнă вырăна тимлĕн тинкернĕ. Кашкăр хăлхисене чăнк тăратнă та пит вичкĕн итленĕ.

Çумăр Смирновăн тумтирне нӳрлентернĕ, пограничник шăннипе чĕтреме пуçланă, ăшăнас тесе, йытти çумнерех тĕршĕннĕ.

Каç пулас умĕн çумăр лăпланнă. Çил çаплах хытă вĕрнĕ-ха. Çак самантра Смирнов çумĕнче ларакан йытă хăлхисене вăшт хускатса илнĕ. Кашкăр халь-халь малалла сиксе ӳкес пек чĕтреннĕ. Смирнов йытта аллипе тĕксе лăплантарнă та чикĕ урлă каçакан çынсене курнă. Вĕсем çывăхрах, Смирнов еннеллех килеççĕ. Пограничник хăйĕн юлташĕсене сигнал панă: ракета янă.

Тăшмансем хăвăртрах тарса пытанас тесе вăрмана кĕрсе кайнă. Смирнов вĕсен çулне пӳлнĕ. Чикĕ пăсакансем ăна пеме тытăннă. Смирнов хăй те пенĕ: автоматран пĕр черет кăларса ярсан, икĕ тăшман çĕре ӳкнĕ. Анчах ытти тăшмансем малаллах шунă.

Смирнов çул хĕрринчи тĕмеске çине хăпарнă. Унта пĕр тӳннĕ хыр выртнă. Хыра аслати çапнă, тымарĕ-мĕнĕпех кăкласа ывăтнă иккен. Смирнов йывăç пулнă вырăнти лакăма сикет те тăшмансем çине вут-хĕм сирпĕтме пуçлать.

Акă, тăшмансем ăна çавăрса илме хатĕрленеççĕ, виçĕ енчен те атакăлаççĕ. Пĕр сĕмсĕр пуля Смирнов аллине пырса тивнĕ. Пограничникĕн куç хуралса килнĕ.

«Неушлĕ чикĕ урлă каçса кайма пултарĕç ирсĕрсем?! Мĕн калĕç вара мана юлташсем, мĕн калĕç шăллăмсем, пиччесем, мĕн калĕ атте-анне, Тăван çĕршыв…» — шухăшланă Смирнов хăйăрлă çĕр çине выртса.

Çывăхрах темскер çăтăр-çатăр тунă. Смирнов куçне уçнă та хăй патнелле шуса пыракан тăшмансене курнă, вара шăлне çыртса, граната илнĕ, ăна вирлĕн вăркăнтарнă. Çулăм йăлтăртатнă, хăрушшăн шартлатни илтĕннĕ.

Çав вăхăтра Смирнов, тепĕр гранатине илес тесе, каялла çаврăннă. Хыçалта, инçех те мар, çын мĕкĕлтетнĕ. Ку мĕн тата?! Пограничник хăй йыттине вĕçертсе янă. Йытă çав тăшман çине сиксе укнĕ, ăна çĕр çине тăсса ӳкернĕ.

Смирнов патне сылтăм енчен, хыр, чăрăш йывăççисен хыçне хӳтĕленсе, татах тăшмансем пынă. Пограничник юлашки гранатине ывăтма хатĕрленнĕ. Анчах ăна пĕренепе çапнă пекех, темскер пырса лекнĕ.

Смирнов тăнсăр пулса ӳкнĕ, ăна иккĕмĕш пуля пырса тивнĕ.

Тăшмансем çак самантпа усă курса, ун патнех çывхарма шутланă. Вĕсем çирĕм-вăтăр утăмра кăна. Мĕн тумалла ĕнтĕ…

Пограничник патне кĕçех йытă чупса пынă, вăл йынăшнă, Смирнова сăмсипе тĕрткеленĕ. Çакна пула каллех Смирнов тăна кĕнĕ. Пĕтĕм вăйне пухса, юлашки гранатине ывăтнă:

— Тăван çĕршыв сывă пултăр! — тенĕ вăл.

Вара каллех сулăнса кайса, хыр çине кукленнĕ.

Смирнов çакăн пек кăшкăрнине юлташĕсем те илтнĕ.Вĕсем вăрмантан сиксе тухнă та тăшмансене хупăрласа илнĕ. Смирнов пограничнике, тăнсăр пулнăскере, часах санчаçа леçнĕ. Вăл тепĕр кунтан тин тăна кĕнĕ. Тăна кĕрсенех:

— Ну, мĕнле, тăшмансене веçех пĕтернĕ-и? — тесе ыйтнă.

— Пĕтернĕ, — тенĕ ăна юлташĕсем.

— Юрĕ эппин, — тенĕ те Смирнов йăл кулса илнĕ, вара çывăрса кайнă.

Понравилась статья? Поделить с друзьями:
  • Ошибка на обелиске текст изложения 7 класс
  • Ошибка на планшете лаунчер 3
  • Ошибка на планшете ffbm mode
  • Ошибка на планшете android process media
  • Ошибка на пежо боксер 3 p0683